Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Лайăх фильм ÿкерме конкуренци кирлĕ


Ĕнер Чăваш наци библиотекинче Юрий Грымов, Алексей Герман-кĕçĕнни, Александр Головин журналистсемпе тĕл пулчĕç.

Юрий Грымов, “Чужие” кинофильм режиссерĕ тата продюсерĕ:

- Эпĕ никама пăхăнман режиссер. Çавăнпа кăмăла каякан, хама кирлĕ кино çеç ÿкеретĕп.

- Кинофильмсен тăкакне еплерех саплаштаратăр? - пулчĕ пĕрремĕш ыйту.

- Укçашăн çеç ĕçлес тĕк ниме тăман, япăх, час манăçакан кинофильм ÿкермелле. Эпĕ укçа сахалрах тăкаклама тăрăшатăп. Ман шухăшпа, тепĕр чух патшалăх саккас парса кино ÿкерттерни те усăллă. Çакă историе сыхласа хăварма пулăшать, ăна манăçма памасть. Инçе каймалла мар: Шупашкарти В.Чапаев палăкне ун çинчен фильм кăларнă хыççăн туса лартнă. Паян пĕр йышши фильм çав тери нумай кăларнине те асăнса хăварас килет. Унта йăлтах американсенни пекех, артисчĕсем çеç вырăссем. Йĕркеллĕ кино кăларма ниепле те вĕренейместпĕр-ха.

- Эсир ÿкернĕ “Чужие” фильмра вырăссемпе пĕрлех американсем те хутшăнаççĕ. Вĕсен уйрăмлăхĕ мĕнре?

- Тĕрĕссипе калас тăк Америка шкулĕ тем тесен те лайăхрах, вĕсемпе хутшăнма та çăмăлрах. Ку - хамăр артистсене хурлани мар паллах. Вырăссемпе ĕçлес тĕк ку картинăна 26 кунра ÿкерсе пĕтерейместĕмĕр. Нумай çамрăк артист гонорарсăрах вылярĕ, пăрахса каякансем те тупăнчĕç. Виктор Бычков хутшăнасса пĕлсе ун валли ятарласа сценари çыртăм. Вăл чăннипех те пултаруллă актер. Унсăр пуçне çак роле никам та калăплаяс çукчĕ.

- Асăннă фильма ют çĕршыв кураканĕсем еплерех йышăнчĕç?

- Йĕркеллех. Кинора пулса иртекен ĕçсем чăн пурнăçрипе килĕшсе тăнине йышăнаççĕ вĕсем.

- “Чужие” кинофильм - сирĕн чи лайăх ĕç мар-çке...

- Маншăн статуэтка та, критика та пĕлтерĕшлĕ мар. Фильм куракан патне çитсен маншăн çителĕклĕ. Эпĕ ÿкерекен картинăна кашни çын тĕрлĕрен йышăнать. Анчах манăн куракан “поп-корн” чăмламасть.

Алексей Герман-кĕçĕнни, “Последний поезд” режиссерĕ:

- Алексей Алексеевич, кинофестиваль халăх кăмăлне кайтăр тесен ăна еплерех йĕркелемелле-ха?

- Ман шухăшпа, официаллă самантсем сахалрах пулмалла. Унта пухăннисем пĕр-пĕринпе юлташла хутшăнччăр.

- Раççей киноиндустрийĕ пирки мĕн калама пултаратăр?

- Чаплă фильм кăларас тесен конкуренцисĕр май килмест. Пирĕн киноиндустри те, конкуренци те çук. Сериал хатĕрлеме те условисем çукрах. Е.Леоновпа А.Папанов пек вĕрентекенсем çитмеççĕ.

- Юлашки вăхăтра мĕншĕн космоспа Чечня вăрçи пирки ытларах ÿкерме пуçларĕç?

- Космос тенĕрен, тен, Раççей халăхĕ паянхипе мар, иртнипе тата малашлăхпа çеç пурăннăран? Чечня çинчен чаплă кино кăларма май пур тăк мĕншĕн ĕçлес мар? Ку йĕркеллĕ япала, куракана та килĕшет.

- Сирĕн шухăшпа мĕн вăл “лайăх кино” тата кама хăвăр куракан вырăнне хуратăр?

- “Миллионер из трущоб”. Хамăн куракана эпĕ “поп-корн” çиекеннисемпе çименнисем çине уйăрмастăп.

Алексей Головин, актер /“Сволочи” тата “Кадетство” фильмсем/:

- Эпĕ 20 çулта çеç-ха. Пĕрремĕш хут тăххăрта чухне ÿкерĕннĕ. Манăн атте çар çынни, анне вара кил хуçи хĕрарăмĕ. “Сволочи” фильм режиссерĕпе А.Атанесянпа ĕçлеме ытларах килĕшнĕччĕ. Лăпкă та ырă кăмăллă çын вăл. Кино питĕ ăнăçлă пулса тухрĕ пирĕн, нумайăшне килĕшнĕ. Хальлĕхе актер профессине алла илме ĕлкĕреймерĕм-ха. Театр училищине вĕренме кĕрес тенĕччĕ, анчах экзаменра эпĕ юптару мĕнле вулани преподавательсене темшĕн килĕшмерĕ. “Кадетство” сериалта выляни мана пысăк опыт пухма май парать. Тепĕр чух талăкра 16 сехет ĕçлеме тивет. Хăш чухне халтан каятпăр. Ытти актерсен куçĕсем - ывăннине пăхмасăрах - ялкăшнине куратăп та вăй кĕрет. Каллех кулма, шÿтлеме тытăнатпăр.

- Пултарулăхна кăмăллакансем сана епле йышăнаççĕ?

- Кĕпе-тумтире çурни те пулать. Çапах та эпĕ çилленместĕп, çĕнни туянма пулать-çке. Вĕсемпе çăмăллăнах хутшăнатăп, пĕрле вĕренекенсем вырăннех хуратăп.

- Мĕнле роль пирки ĕмĕтленетĕн?

- Ытти çамрăк артист пекех вĕçсе, персе курас килет манăн. Аслă пĕлÿ илсе хамăн пурнăçа кинопа çыхăнтарасшăн.

 
Краснова Т. Лайăх фильм ÿкерме конкуренци кирлĕ   // Хыпар. - 2009. - 4 июня

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru