Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Новинки художественной литературы - 9/2008


Представляем Вашему вниманию новинки художественной литературы:

 

Артемьев, А. С. Çулăмра çуннă çамрăклăхАртемьев, А. С. Çулăмра çуннă çамрăклăх : повеçсем, калав : [вăтам тата аслă çулхи шкул ачисем валли] / Александр Артемьев ; [ Г. А. Антонова пухса хатěрленě]. - Шупашкар : Чăваш кěнеке изд-ви, 2008. - 430, [2] с. : портр., ил.; 20 см. - (Шкул библиотеки). - Тупм.: Юлашки юрă ; Алтăр çăлтăр ; Ан авăн, шěшкě ; Симěс ылтăн.

Александр Артемьевăн пултарулăхĕ пуян, нумай енлĕ. Вăл повеçсемпе калавсем, сăвăсем, очерксемпе тĕпчев ĕçĕсем çырнă, классиксен произведенийĕсене чăвашла куçарнă. Унăн паллăрах кĕнекисем: «Ан авăн шĕшкĕ» (1950), «Салампи» (1956, 1966, 1983), «Улма йывăç авăнать» (1958), «Хунавлах хăрнисем» (1970), «Симĕс ылтăн» (1971), «Тăвăл умĕн» (1975), «Юлашки юрă» (1981), «Пурнăç чăнлăхĕпе писатель ăсталăхĕ» (1984), «Суйласа илнисем» (икě томпа, 1986).

Çĕнĕ кĕнекере писателĕмĕрĕн «Ан авăн, шĕшкĕ» калавĕ тата «Юлашки юрă», «Алтăр çăлтăр», «Симĕс ылтăн» повеçĕсем вырăн тупнă. Хайлавсенче чăн пурнăç тапса тăрать. Вĕсенчи тĕп геройсем – авторпа пĕрле вăрçă вут-çулăмĕнче çунса пиçĕхнĕ, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе юн тăкнă салтаксем. Вĕсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ, таса юратăвĕ, çапăçусенчи паттăрлăхĕ паянхи тата ыранхи вулакансемшĕн те – ырă тĕслĕх.

 

Гордеев, Д. В. Хěрес хывнă хěвелГордеев, Д. В. Хěрес хывнă хěвел : роман, повеçсем / Денис Гордеев. - Шупашкар : Чăваш кěнеке изд-ви, 2008. - 414, [2] с. : ил. - Тупм.: Хěрес хывнă хěвел : роман. Повеçсем : Аххаяс-маххаяс ; Пуранман мăйкăч.

Денис Гордеев чылай кĕнекесен авторĕ. Ватти те, çамрăкки те вĕсене юратсах вулаççĕ. Çыравçă çăмăл, ăнланмалла чĕлхепе çырать.

Ку кĕнекене «Хĕрес хывнă хĕвел» романпа «Аххаяс-маххаяс» тата «Пурăнман мăйкăч» ятлă икĕ повесть кĕнĕ. Автор кашни хайлав пуçламăшĕнчех эпиграф илсе панă. Хайлавсене пурне те пĕр тема пĕрлештерсе тăрать – паянхи кăткăс пурнăç, ырăпа усал кěрешěвě. Вулакансене кăсăклантарса яракан самантсем чылай.

Самана улшăннă май çынсен пурнăç йĕрки те урăхланать. Ырăпа усал кĕрешĕвĕнче усалли маларах пырать. Пасар саккунĕ çула çитнисене те, çамрăк ăрăва та суяпа ултав айне тăвать. Çапах та произведенисен тĕп персонажĕсем çынлăхпа чунлăха сутас марччĕ тесе пурăнаççĕ.

Романпа повеçсен чĕлхи сăнарлă, сюжечĕсем хивре.

 

Кибек, М. Кайăк тусěКибек, М. Кайăк тусě : роман / Мěтри Кибек. - Шупашкар : Чăваш кěнеке изд-ви, 2008. - 381, [2] с. : ил.; 20 см. - (Шкул библиотеки). - Кăларăм паллинче авт. : Дмитрий Афанасьевич Кибек (Афанасьев).

Мĕтри Кибек (Дмитрий Афанасьевич Афанасьев) (1913-1991) литература ĕçне çамрăклах кÿлĕннĕ. 1932 çулта «Коммунар» хаçатра унăн малтанхи сăвви, 1933 çулта «Трактор» альманахра пĕрремĕш калавĕ пичетленсе тухнă.

Вулакансем унăн «Уйăх витĕр çул курăнать», «Тăван çĕршывшăн», «Çамрăк çын», «Вăрман улăпĕ», «Хитре хĕрарăм» тата ытти кĕнекисене аван пĕлеççĕ. «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ» романĕшĕн писателе Чăваш АССРĕн Патшалăх премине панă.

Мĕтри Кибекĕн «Кайăк тусĕ» романĕ çамрăксем те, аслисем те кăмăлласах вулакан произведенисен шутне кĕрет, çавăнпа та ăна кăçал тепěр хут уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларчěç.

Сунар хуçалăхне çамрăк директор Виктор Тараев киличчен браконьерсем хăйсене питĕ ирĕклĕ туйнă. Саккунсене пăхăнма хăнăхманскерсем, вĕсем малтан çĕнĕ пуçлăха хирĕç тăраççĕ. Вăрмана ачаранпах лайăх пĕлекен директор çут çанталăка юратакансене хăй тавра пухма май тупать-тупатех.

 

Кибеч, А. Чěлхесěр пикеКибеч, А. Чěлхесěр пике : повеçсем / Кибеч ; [Н. Максимов умсăмахě, ред.]. - Шупашкар, 2008. - 342 с. - А. И. Кибеч кěнекисем : с. 342. - Тупм. : Чěлхесěр пике ; Шěвěр сăнăсем ; Синкерлě чăнлăх ; Несěлсен сасси ; Вăхăтсăр вилěм ; Тутлă çимěç ; Çěр çинчи тамăк.

Кĕнекене авторăн çичĕ повеçĕ кĕнĕ. Кашни çын чăнлăхне эпир хальхи бизнес йĕркисене сăнлакан «Чĕлхесĕр пикере» е «Тутлă çимĕçре» те, Атăла пĕвĕленĕ чухнехи («Шĕвĕр сăнăсем») е Чернобыльти («Вăхăтсăр вилĕм») тимсĕрлĕхе пула тÿсме тивнĕ инкексем çинчен калакан повеçсенче те, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчи синкерлĕ икĕ саманта илсе кăтартакан «Çĕр çинчи тамăк» хайлавра та сисетпĕр.

«Несĕлсен сасси» повеçре тĕп герой ватă çын каласа кăтартнă легендăна чуна хурать те халăх историне пачах çĕнĕлле хаклас шухăш патне çитет. Анчах çакă вăл çиелтен пăхсан кăна кĕтменлĕх пек туйăнать. «Синкерлĕ чăнлăх» повеçре ялта вăтăрмĕш çулсенче пулса иртнĕ конфликт чăннипе халĕ те сÿнменнине кăтартса панă.

 

Юхма, М. Ахăрсамана : историлле романЮхма, М. Ахăрсамана : историлле роман / Юхма Мишши. - Шупашкар : Çěнě Вăхăт, 2008. - 283, [1] с.; 20 см. - («Хуркайăк çулě» историллě романсен ярăмě ; 8-мěш кěнеке).

Юхма Мишши (Ильин-Юхма Михаил Николаевич) – чăваш халăх писателĕ, талантлă тĕпчевçĕ-академик, пĕтĕм тĕнчипе паллă çыравçă. Вăл икçĕр ытла кĕнеке авторĕ. Унăн хайлавĕсене çĕр ытла чĕлхепе куçарса кăларнă. Вăл нумай-нумай литература премийĕн лауреачĕ.

Михаил Николаевич Юхма çырнă «Ахăрсамана» историллĕ роман 12 кĕнекерен тăракан «Хуркайăк çулĕ» романсен ярăмне кĕрет. Вăл çак тетралогире шучĕпе саккăрмĕш кĕнеке пулать. Писателĕн малтанхи çичĕ романĕ уйрăм кĕнекен пичетленсе вулакансем патне çитнĕ.

Автор кĕнекене Пăлхарти тусĕсене, Галя Колева-Маджаровăпа Христо Маджарова, халалланă.

Çĕнĕ романра авалхи пăлхар-чăвашсен XII ĕмĕрти пурнăçне çырса кăтартнă. Историллĕ хайлаври ĕçсем вунвиççĕмĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче, пирĕн авалхи ламтайсем пĕтĕм вăйне пухса тискеррĕн килсе тапăннă тутар-монголсемпе патăррăн кĕрешнĕ çулсенче пулса иртеççĕ.

Вулакансем Пачман-паттăр, Чăваш-паттăр, Каçи-Пăрăнтай, Субедей, Пике-патша, Упи-паттăр, Ылттăнпик патшапа Ылттăнчеч хĕрĕ çинчен вуласа пĕлме пултараççĕ. Романра тĕпчевçĕсене тавлашу пуçарса ямалли кăткăс самантсем чылай.

 

Ялкир, П. Суйласа илнисемЯлкир, П. Суйласа илнисем : сăвăсем, юрăсем, поэмăсем, пьеса, куçарусем / Петěр Ялкир ; [В. Родионов умсăмахě]. - Шупашкар : Чăваш кěнеке изд-ви , 2008. - 511 с., [32] л. ил. : портр., ил., фот.; 20 см - Кăларăм паллинче авт. : Петр Ялгир ( Петр Алексеевич Тихонов).

Петр Алексеевич Тихонов (Петĕр Ялгир) – СССР Писателĕсен союзĕн членĕ, Чăваш АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинĕ, П. Хусанкай ячĕллĕ преми лауреачĕ.

Кĕнекене çыравçăн сăввисемпе юррисем, поэмисемпе пьеси, куçарăвĕсем кăна мар, тĕслĕ сăн ÿкерчĕксем те кĕнĕ. Вулакансем «Кун-çул кĕввисем», «Салтак сасси», «Юрату кăварĕ», «Юрăсем», «Кулăш кушелĕ» тата ытти пайсемпе паллашма пултарĕç.

Хайлавсенче Чăваш çĕршывĕ, совет çыннисен Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчи паттăрлăхĕ, халăхсем хушшинчи туслăх, чунлăхпа юрату тата ытти темăсем тĕп вырăн йышăнаççĕ.

Петĕр Ялкир сăввипе кĕвĕленĕ юрăсем ик çĕр аллăран та иртеççĕ («Тус-тăвана тĕл пулсан», «Чакăр куçсем», «Кашла, йăмра», «Çурхи юрă», «Хĕрлĕ Чутай районĕн гимнĕ»). Сăмахран, унăн сăмахĕсемпе Ф. Лукин кĕвĕленĕ «Хăмла пахчи» юрра илтмен çын çук та пулĕ.

Приглашаем Вас в Отдел национальной литературы и библиографии Чувашии!

Архив новинок

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru