ВОСПЕТЫЙ В СТИХАХ

Яков Ухсай

Ухсай Яков Гаврилович

Санпа пĕрле

Аслаçу, асу та сан,
Савнă тусăм Авдриян,
Аслăк тăрринчен çÿле
Хăпарса пěртте курман.

Эсě кайрăн инçене,
Çутă çăлтăрсем патне,
Хăвăн халăх çěршывне
Мухтавларăн ěмěрне.

Репродуктор умěнче
Тăнă чух инçе-инçе
Вěçсěр космос тěнчинчен
Курăнать мана тěнче.

Эсě, тусăм, вěçнě чух
Манăн шухăш, маăнн чун
Хăпарать, тěлěнмелле,
Вал çýрет санпа пěрле.

Ухсай, Я. Санпа пĕрле / Я. Ухсай // Коммунизм ялавĕ. - 1962. - 12 август.