ВОСПЕТЫЙ В СТИХАХ

Ефимов Георгий

Ефимов Георгий Андреевич

Туслăх хăвачě

Курсамăр, туслăхăн хăвачě
Вěçет тěнче уçлăхěнче.
Çав хăвата-çке парти пачě,—
Вăл халь кашнийěн чěринче.

Малтан-çке Çеçпěл туслаштарнă
Украйнăна хăй сăввипе.
Халь космосра хыт ыталаннă
Ик халăх ывлě, пěр чун пек.

Андриянпа Попович паттăр
Вěçеççě йăл та йăл кулса.
Курманнине ěнтě куратпăр,
Питсем тăраççě йăлтăрса.
Çěршывăм — паттăрлăх вучахě,
Ун аллинче тěнче уççи
Çут тěллеврен халь кам-ха чакě,
Çук,
чакас çук
çěн чунлă çын.

Ефимов, Г. Туслăх хăвачě / Г. Ефимов // Космос паттăрěсене мухтав. - Шупашкар, 1962. – С. 142.