Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Пресс-клиппинг печатных СМИ о культуре Чувашии 10-11 июля 2009 г.


«Власти Чувашии намерены потратить на ремонт монумента 10 миллионов рублей. Когда архитекторы и ученые обсуждали вопрос, связанный с созданием современного облика центральной площади Чебоксар, глава Чувашии Николай Федоров твердо заявил: «Ленина не трогать»…
(Шувалова, Л. Миллионы в кепку / Людмила Шувалова // Российская газета. Неделя. – 2009. – 9 июля. – С. 14. – Волга-Кама. События).

«Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 12-мĕшĕнччен Патăрьел районĕнчи Турхан тата Чăваш Ишек ялĕсенче А. А. Кокеле халалланă Пĕтĕм тĕнчери пленэр иртет…»
(Зубова, Л. Паллă ÿнерçĕсем чăваш ялĕнче / Любовь Зубкова // Çамрăксен хаçачĕ. – 2009. – 10 утă. – С. 6).

«Çак кунсенче К. В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче Сергий Пушков атте Шупашкарти Калинин, Ленин районĕсенчи çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнчи шăпăрлансемпе тĕл пулчĕ…»
(Белкова, Т. Сергий атте пилĕ / Татьяна Белкова // Çамрăксен хаçачĕ. – 2009. – 10 утă. – С. 11).

«Чăваш 31 çĕвĕ тата вĕсен 36 тĕсĕ. Нихăш халăхăн та ун пекки çук, - Е. Жачевăн кашни сăмахне ăша хываççĕ тĕрĕ ăсталăхне алла илекенсем. Евгения Николаевна Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çемье вулав центрĕнчи «Тĕрĕ тĕнчи» клуба çÿрекенсемпе тĕл пулчĕ. Н. Кузнецова библиотекарь ертсе пыракан клуба тĕрлĕ ÿсĕмри вулакансем çÿреççĕ, пĕри хĕрне илсе килнĕ те хăй кăсăкласа кайнă, тепри чăваш эрешĕсен илемне ытараймасăр аллине йĕп тытнă…»
(Яковлева, Н. Чăваш ăсĕ философийĕ – тĕрĕре / Надежда Яковлева // Тантăш. – 2009. – 9 утă. – С. 4).

«Иртнĕ эрнере Шупашкарта Александр Галкин 1968-2000 çулсенче пурăннă Ленин проспектĕнчи 25-мĕш çуртра Асăну хăми уçрĕç. Культура министрĕн çумĕ: «Чăннипе те хитре пулса тухрĕ», - тесе пуçне сĕлтнĕ тĕлелле пăхрăм та аптрасах кайрăм. Куçа вырăс манерĕпе эрешлесе илемлетнĕ «Народный бутик» тесе çырни тăрăнчĕ…»
(Прокопьева, Р. «Народный бутик» чăваш халăх поэчĕ тениех мар пулĕ те? / Римма Прокопьева // Тантăш. – 2009. – 9 утă. – С. 4).

«Подведены итоги открытого городского конкурса на проект гимна Чебоксары. На суд комиссии было представлено 20 произведений…»
(Создается гимн столицы // Советская Чувашия. – 2009. – 11 июля).

«Чувашский государственный институт гуманитарных наук и Чувашское книжное издательство издали монографию в 2-х томах «Чуваши: история и культуры». Книга пополнила серию «Народы и культуры» - проекта, осуществляемого при поддержке президиума РАН и Российского гуманитарного научного фонда…»
(Энциклопедия тысячелетия // Советская Чувашия. – 2009. – 11 июля).

«С победой вернулись с V Общенационального фестиваля-конкурса детского творчества «5 баллов» учащиеся по классу эстрадного вокала Новочебоксарской детской школы искусств…»
(Иванова, С. Отличились на «5 баллах» / Светлана Иванова // Грани. – 2009. – 11 июля).

«Чăваш Республикинчи Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен организацийĕн канашĕн президиумĕ Канаш районĕнчи ветерансен пĕрлĕхĕ çамрăксене патриот воспитанийĕ парас тĕлĕшпе Çарпа ĕç мухтавĕн музейĕсемпе мĕнле усă курать» ыйтăва пăхса тухнă…»
(Михайлов, А. Музейсен опытне ырланă / А. Михайлов // Хыпар. – 2009. – 11 утă. – С. 2).

«Çак кунсенче Чăваш Енри республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче савăнăçлă лару-тăрура Пахалăх сертификачĕпе Пахалăх паллине пачĕç…»
(Клементьева, И. Чăваш Енри библиотека – пĕрремĕш / Ирина Клементьева // Хыпар. – 2009. – 11 утă. – С. 3).

«Литература тата искусство енĕпе тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн «Чăваш Республикин 2008 çулхи Патшалăх премийĕн лауреачĕ» ята Чăваш патшалăх филармонийĕн пултарулăх ушкăнне – Николай Казаков композитора, Валентина Салихова илемлĕх ертÿçине, Андрей Сергеев режиссер-постановщика тата Сетнер партине юрлакана Александр Васильева «Нарспи» рок-оперăна лартнăшăн панă…»
(Казаков, Н. «Нарспи» чăвашла çывăхланать / Николай Казаков ; Надежда Смирнова // Хыпар. – 2009. – 11 утă. – С. 5).

«Чăвашкино» киностуди 1926 çулта чăмăртаннă, хай тĕллĕн ĕçлекен организаци пек – 1927 çулта. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ пулнă: Пĕтĕм Союзри «Роскино» трестăн уйрăмĕ те шутланнă, республикăри кинофикацие те, проката те ертсе пынă...»
(Галкин, А. Наци культурин элемĕ / Артур Галкин // Хыпар. – 2009. – 11 утă. – С. 6).

«Шăмăршă районĕн тĕп библиотеки культура çурчĕн иккĕмĕш хучĕн пысăк пайне йышăнать. Їшă та çутă, аслă та хăтлă пÿлĕмсенче абонемент, вулав залĕ, ача-пăча кĕтесĕ, информаци центрĕ вырнаçнă. Кĕнекесене упрамалли вырăн çителĕклĕ. Пур çĕрте те тенĕ пекех – сайра тĕл пулакан чечексем. Ĕçченĕсем сăпайлă та ăш-пиллĕ, килен-каяна кăмăллăн кĕтсе илеççĕ, ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ…»
(Ларионов, Н. Вуламасăр ăс пухаймăн / Николай Ларионов // Хыпар. – 2009. – 11 утă. – С. 6).

«Пĕтĕм тĕнчери Кокель ячĕллĕ III пленэр Патăрьел районĕнче тин çеç ĕçлеме пуçланăччĕ. Вăхăт хăвăрт шăвать çав. Акă ыран вăл пысăк куравпа хупăнĕ те. Ўнерçĕсемпе, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе районта пырса çитнĕ тĕле вĕсем Турхан ялĕнчен Чăваш Ишекне куçнăччĕ. Кăçалхи уйрăмлăх çакă пленэр икĕ варăнта иртни…»
(Смирнова, Н. Алăра киçтĕк, сăрă пулсан… / Надежда Смирнова // Хыпар. – 2009. – 11 утă. – С. 8).

«Иртнĕ çул пĕрлешÿ çумĕнче наци ÿнер тĕррин музейне йĕркелеме тĕллев тытнă. Ку енĕпе ятарлă проект хатĕрлесе (авторĕсем: Н. Посынкина гендиректор; Г. Иванов-Орков искусствовед, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн пай пуçлăхĕ; А. Астраханцев дизайнер, ЧР Дизайнерсен союзĕн председателĕ) ЧР Экономика атăланăвĕпе суту-илÿ министерствин конкурсне хутшăннă, унта çĕнтерсе проекта пурнăçа кĕртме 500 пин тенкĕ укçа илнĕ.
Акă музей хатĕр те…»
(Смирнова, Н. Мĕнле пуян чăваш тĕрри – Унтан пин-пин çулсен йĕрри… / Надежда Смирнова // Хыпар. – 2009. – 11 утă. – С. 9).

«Музыка культури пуян пулнăран чăвашсен тĕрлĕ инструмент ăсталанă. Несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркине питĕ лайăх пĕлнĕ Н. В. Никольский профессор çапла çырнă: «Чăвашсен инструментпа калакан музыки ытти халăхăннинчен чылай пуянрах тата тĕрлĕ енлĕ…»
(Чернов, В. Кĕслесĕр уяв – пушă пурнăç / Виктор Чернов // Хыпар. – 2009. – 11 утă. – С. 11).

«…Хальхи фестиваль анлăшĕ-калăпăшĕ искусствăпа кăна вĕçленмест, вăл халăхăн нумай енлĕ пурнăçĕпе мухтанасси пулса тăчĕ. Мĕн тĕрлĕ фестиваль çук халĕ пирĕн: поэзи, музыка, кино, театр, опера, балет, эстрада, пукане, юмах, чан сасси… Çаксем çеç-и? Мĕншĕн çуллен килекен праçниксене палăртас мар: сурхури, çăварни, мăнкун, çимĕк, пукрав фестивалĕсене ирттерес мар?..»
(Микиш Павăлĕ. Шавлать, кĕрлет фестиваль / Микиш Павăлĕ // Хыпар. – 2009. – 11 утă. – С. 12).

«Халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» XVII фестивалĕнче аякран килнĕ хăнасемпе калаçни асран тухмасть. Эпĕ Коми Республикинчи «Берегиня» халăх ансамблĕпе çывăх паллашрăм. Мĕншĕн килĕшрĕ-ха вăл мана? Хаваслă ташă-юрă, такмаксем çеç мар, чăн вырăçла хăватлă вăй тапса тăрать вĕсен пултарулăхĕнче…»
(Сачкова, Л. Юрăра – çĕкленÿллĕ хăват / Людмила Сачкова // Хыпар. – 2009. – 11 утă. – С. 12).

«Кармаскалă районĕнчи Сихун ялĕнче «Çеçпĕл» фольклор ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Çирĕм çул ытла вăл йăхташсене юрри-кĕввипе савăнтарать. Унăн ертÿçи – Елена Степанова…»
(Петрова, В. Ĕмĕрсен çыхăнăвне упраканскер / Валентина Петрова // Чăваш хĕрарăмĕ. – 2009. – 11-17 утă. - С. 2).

«Александр Моисеев – Самар облаçĕнчи Кушкă районĕнчи «Малалла» чăваш наци культура автономи правленийĕн ертÿçи. Çак пĕрлĕхе вунă çул ертсе пырать Александр Дмитриевич. Унсăр пуçне вăл ЧНК Ваттисен канашĕнче те. «Нумаях пулмасть эпир пĕрле пухăнса «Кала, хут купăс» мероприяти, Акатуй уявне ирттертĕмĕр, - паллаштарать А. Моисеев…»
(Максимова, В. Малаллах чĕнет «Малалла» / Валентина Максимова // Чăваш хĕрарăмĕ. – 2009. – 11-17 утă. - С. 2).


Архив пресс-клиппинга

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru