Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Иванов Г. Ирĕксене хутĕлемелле : [Наци библиотекинче республикăри общество организацийĕсен тата пĕрлĕхĕсен ерт-çисен канашлăвĕ иртни çинчен] // Хыпар. – 2002. –25 кăрлач.


Ĕнер Шупашкарта Чăваш наци библиотекинче Сорос фончĕ пуçарнипе республикăри общество организацийĕсен та пĕрлĕхĕсен ертÿçисен канашлăвĕ иртрĕ.

Унăн тĕп тĕллевĕ - граждансен ирĕкĕсене хутĕлес, çут çанталăка сыхлас тата çынсене шухăшлаттаракан, пăлхантаракан ытти ыйтусемпе пĕлтерĕшлĕ проектсем хатăрлесси, вĕсене фонд йĕркелекен конкурссене кирлĕ пек калăпласа тăратасси, вĕсенче мала тухса грантсем çĕнсе илесси.

Тĕл пулура Сорос фончĕн - «Уçă обществăн» «Право» программăпа ĕçлекен координаторĕ М.Якутова, фондăн Чăваш Енри координаторĕ А.Кожин (унăн офисĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вырнаçнă), общество пĕрлĕхĕсен ертÿçисем тухса калаçрĕç. Татса парайман ыйтусем чылай-ха республикăра. Вĕсене вăхăтра сирес, халăх пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе пире Сорос фончĕ пулăшма кăмăл туни япăх мар, паллах. Çакăнпа пĕрлех граждансен хăйсен те кулленхи ĕç-пулăмра хăйюллăрах, тĕллевлĕрех пулмалла, РФ тата ЧР Конституцийĕсенче, тĕрлĕ саккунсенче çирĕплетнĕ ирĕксене пăснипе кĕрешме пĕлмелле. Паллă ĕнтĕ, пĕрлĕхсем хатĕрленĕ е хатĕрлекен проектсем асăннă программăпа конкурссен условийĕсемпе пур енчен те килĕшсе тăмалла.

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru