Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Вулама вăхăт!


Республикăра наци кĕнекин регионти VI фестивалĕ уçăлнă. Кăçалхи ыттисенчен, маларах иртнисенчен, уйрăмах пуян. Çутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалланă ăна.

Фестиваль те унăн тăван ялĕнчех – Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкинче – уçăлнă. Акан 4-мĕшĕнче унта чăваш диаспорипе ĕçлекен библиотекарьсен семинарĕ иртнĕ.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче И. Я. Яковлева халалланă ăслăлăх-практика конференцийĕ пулнă. Библиотека ĕçченĕсем те хутшăннă унта, «Чăваш культурин патриархĕ» электрон кăларăмпа паллаштарнă.

Акан 23-мĕшĕ – Вырăс кĕнекин кунĕ. Уяв Етĕрне тăрăхне çитĕ. Çав кунах – Чăваш кĕнекин кунĕ те. Канаш районĕнчи Çеçпĕлте Л. Ивановăн «Тăм ÿкнĕ ир» кĕнекипе паллаштарĕç.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ вара ăслăлăх кĕнекисене - «Чăваш халăх пултарулăхĕ. Ваттисен сăмахĕсем», «Чăваш халăх пултарулăхĕ. Истори халапĕсем» тата «Народная культура и патриотическое воспитание детей и молодежи» ĕçсене – чыслĕ.

Акан 24–мĕшĕнче – Тутар кĕнекин кунĕ. Мероприятисем Елчĕк районĕнчи Сăрьелĕнче иртĕç.

Смирнова, Н. Вулама вăхăт! / Надежда Смирнова // Хыпар. – 2008. – 22 ака.

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru