Ресурсы О библиотеке Профессионалам        О Чувашии
 Ресурсы:
 Каталоги
НБЧР
 Каталоги
консорциума
 Электронная
библиотека
 Поиск по
сайту
 Справочная
служба:
 Спроси
библиотекаря
 О библиотеке:
 Новости
 Мероприятия
 Проекты
 Нормативная
документация
 История
 Публикации
 Основные показатели
 Адрес
 Услуги
 Отделы
 Администра-
ция
 Партнеры
 Почетные читатели
 Дарители
 Библиотеки
республики:
 Публичные
 Государ-
ственные
 Других
ведомств
 Профессио-
налам:
 Метод.
кабинет
 Работникам
культуры
 Издания
 Полезные
ссылки
 О Чувашии:
 Справка
 Чебоксары
 Чувашия в
рос. печати
 Новые книги
о Чувашии
 Периодика
Чувашии
Юбилейные даты
 Краеведение
 СМИ о куль-
туре Чувашии
 На главную
 Статистика:
Национальная библиотека Чувашской Республики

Библиотека - это открытый стол идей, за который приглашается каждый...
А.И. Герцен

Тукай чăвашла калаçать


Чăваш вулаканěсемшěн Габдулла Тукай ячě чылайранпа паллă. Ту-тарсен демократ-поэчěн сăввисене 20-мěш çулсенчех куçарма тытăннă. Ку ěçе Хумма Çеменě пуçарать, кěçех ыттисем те хутшăнаççě. Г. Тукай поэзине куçарса пропагандăлас ěçре уйрăмах Яков Ухсай нумай вăй хурать. Вăл тутар сăвăçěн юмахěсене темиçе хутчен те уйрăм кěнекен чăвашла пичетлесе кăларчě. Акă пирěн умра - çěнě кăларăм, ăна Г. Тукайăн чи паллă произ-веденийěн ячěпе «Шурелě» тесе ят панă.

Кěнекере пилěк юмах. Ăна уçакан «Ачана» сăвă эпиграф пек вуланать. «Эсрелтен, арçурирен, вупăртан та ан хăра», - тет автор ачана, вěсем «тěшмěшле çынсен суййи» иккенне астутарса.

Г. Тукай юмахěсен пысăк уйрăмлăхě вăл - вěсем ěççыннисен ěлěкхи тертлě пурнăçěпе тата кěрешěвěпе тачă çыхăнни. Поэт авалхи сюжетсене анлăлатса, шухăшне пуянлатса сăвăлать. Сăмахран, «Шурелě» юмахра (шурелě арçури тенине пěлтерет) тăван тавралăх илемне, халăх йăли-йěркипе пурнăçне чылай çырса кăтартнă. Çакă ăна вăхăтпа наци паллисене уççăн ÿкерсе хăварма, шухăша çивěчлетме май парать. Ахальтен мар ěнтě хăшпěрисем Тукай юмахěсене поэма шайнех лартаççě. Юмах геройě мěншěн вăрмана кайнине сăвăç çапла ăнлантарать:

Пÿрте хутма вут çук пирки
Çěрле вăрра çÿреттěмěр.

Ку сăмахсем Михаил Федоровăн «Арçурири» Хěветěре те асилтереççě. Икě халăх поэчě пěр сюжетпах усă курнă. Çак сюжет тутарсемпе чăвашсен вăтам ěмěрсенчи фольклорěнчех тымар янă пулас.

Михаил Федоровăи геройě мěскěнрех, хăравçă çын пулсан, Тукай каччи çутçанталăкри усал вăйран хăраса тăмасть, ăна хăй ăсěпе çăмăллăнах çěнтерет: вăл шурелěн пÿрнине каска çурăкě хушшине хěстерсе хурать. Чăваш сăвăçě юмахне XX ěмěрчченех çырнă, тутар поэчě вара кăшт каярах, «Арçури» малтанхи хут, 1908 çулта, пичетленнě вăхăтра сăвăланă. Асăннă умрăмлăх «Шурелěн» самана паллине, унăн хăйне евěр пахалăхне тěрěс палăртать. Революцилле кěрешÿ юмахсен туртăмне те çěнетнě.

«Шыв амăшě» тата «Качакапа сурăх юмахě» сюжечěсем те кÿршěллě пурăнакан халăхсем хушшине анлă сарăлнă. Вěсем те авалхи культурăмăр пěрлěхне систереççě. Кунти сюжетсемпе сăнарсем пирěншěн паллă пулин те, халăх юмахěсене кашни поэт хăйне евěр сăвăлани авалхн тăванлăх ăшшине ытларах кăтартать çеç.

Г. Тукай тăван халăх фольклорěпе кăна мар, ыттисемпе те усă курнă. Авалхи тěрěксен «Касăкпуç» халап сюжетне вăл XX ěмěр пуçламăшěнчи Хусан пурнăçěпе çыхăнтарать («Утă пасарě е çěнě Касăкпуç» поэма). Вăлах А. С. Пушкинăн «Ылтăн автан» юмахне политика сатири стилěпе улăштарса куçарнă, Хěвелтухăç феодализмěн пусмăрне питленě. Самана сывлăшě «Яппун юмахěнче» те лайăх сисěнет. Çын тěнчере «пуринчен те аслă», - çапла унăн тěп идейи. Ку вăл - çěнě тапхăрти ěççыннисен çивěч ăнкарăвě.

Юмах кěнеки валли тутар поэчěн паллăрах хайлавěсене суйласа илсе, авторăн тěп шухăшне Яков Ухсай туллин упраса хăварнă. Хăй ăста куçаруçă иккенне тепěр хут ěнентерчě чăваш халăх поэчě. Тутар юмахěсене чаплă халапçă шайěнчен чакарман. Вуланă май текст куçару пулнине те манса каятăн.

Çěмěрсе кěрес пек вутăш
Тинкерсе пăхса тăрать,
Кантăка татти-сыпписěр
Шăкăр-шăкăр тутарать.

Паллах, хăшпěр вырăнта, текстсене оригиналпа тěплě танлаштарсан, иккěленсе илмелли те пур-и, тен. Ку - ятарлă тěпчев ěçě. Халлěхе çакна палăртмалла: Тукай юмахěсен наци паллисем чăвашла кěнекере уçăмлă упраннă. Маларахри пěр кăларăмра «Шурелě» тенине «Арçури» тесе те пичетленěччě. Халě ăна, ытти чěлхесенчи традицие кура, тутарлах каланă. Тутарсен халăх йăли-йěркин, хатěр-хěтěрěн, тум-юмěн ячěсене те уйăрса илме çăмăл. Сăвă виçипе тытăмě те оригиналтине çывăх, тěрěк фольклорěпе килěшÿллě.

Кěнекери хыçсăмах (ăна та Яков Ухсай çырнă) Тукай пурнăçěпе тата пултарулăхěпе анлăн паллаштарать. Кунта эпир тутарпа чăваш поэчěн пултарулăхěнчи пěрешкел туртăма та куратпăр. Çакă вăл икě халăх поэзийě пěр çулпа аталаннине кăтартать.

Габдулла Тукайăн пысăк юбилейě çывхарать - сăвăç çуралнăранпа кěçех 100 çул çитет. Çакна май тăлмачсем тутар классикěн нумай енлě пултарулăхěпе хамăр вулакансене ытларах паллаштарма тивěç. «Шурелě» кěнеке çав ěçе ăнăçлă пурнăçларě. Вăл кÿршěллě литературăсем туслăн пурăнма тăрăшнине кăтартакан ырă тěслěх.

 

Салам, Г. Тукай чăвашла калаçать / Г. Салам // Ялав. - 1985. - № 10. - С. 31. - Рец. на кн.: Тукай, Г. Шурелě : юмах кенеки / Г. Тукай. - Шупашкар : Чăваш кěнеке издательстви, 1985. - 94 с.

© 2000-2010 Национальная библиотека Чувашской Республики,  naclibrary@cap.ru